Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Музейри каç» акци иртрĕ

«Музейри каç» акци иртрĕ

Кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери музей кунне халалласа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ «Музейри каç» ирттерет. Çак паллă пулăм музейра тăрăшакансемшĕн уяв анчах мар, хавалпа ĕçлемелли кун та пулса тăрать.

Кăçал «музей каçне» Атăлçи округĕнчи 57 музейсемпе килĕшÿллĕн «Двигайся вместе с музеем» девизпа театр çулталăкне халалласа ирттерет.
Çамрăк ăрушăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки, тумĕ, апат-çимĕçĕ, савăт-сапи, ĕç хатĕрĕсем яланах кăсăклă. Çак кун музей фончĕ 35 япалапа пуянланчĕ. Вĕсене парнеленекенни Анисимов Анатолий Алексеевич пулчĕ. Аваллăхпа паллашма кăмăл тăвакансен уявра хамăр тăрăхри чăвашсен йăли-йĕркипе, музейри экспозицисемпе тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ. Акцинче театр çулталăкĕпе çыхăннă интерактивлă вăйă лаптăкĕсем, куравсем тата мастер-классем иртрĕç. Девизпа килĕшÿллĕн музейра тата унăн умĕнче тĕрлĕ ташă ташласси тĕпре пулчĕ.

Сăнÿкерчĕксемпе интернет уçлăхĕнчи «ВК» ушкăнри Елчĕк музейĕ страницăра курма пулать. Кĕçĕннисемпе пĕрле уявра аслисем те акивлă хутшăнчĕç. Тĕрлĕ çулсенче Германире службăра тăнă, çав шутра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулнă хыççăн асăннă çĕршывра йĕркелĕхе тытса тăма хушăннă салтаксем те пуçтарăнчĕç акцие. Сăмах май каласан вĕсем хăйсемпе çыхăннă кĕтесе йĕркелес ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Музейра ку енĕпе ĕç вĕресех тăрать. Çĕртме уйăхĕнче вĕсем çак кĕтесе уçас тĕллевлĕ. Культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене юрă саламĕпе савăнтарчĕç. «Музейри каç» акци питĕ кăсăклă та тухăçлă иртрĕ.



17 мая 2019
14:37
Поделиться