Театр ҫулталăкĕ: Конкурс ҫĕнтерӳҫисем

Мухтав сана,Чăваш театрĕ!

Сан кун-ҫулу кĕрет юрра.

Чăваш ҫынни сана юратрĕ,

Санра вăл хăй чунне курать.

Елчĕк енри чăваш чĕлхипе литература учителĕсен  ассоциацийĕ тата районти тĕп библиотекăри краеведени уйрамĕ Театр ҫулталăкне халалласа  йĕркеленĕ «Асран кайми театр» конкурс - викторина вĕҫленчĕ. Пĕр уйăх хушшинче ҫĕр ытла ĕҫ жюри сĕтелĕ ҫине выртрĕ. Кашни ĕҫе тĕплĕн пăхса тухнă хыҫҫăн театра каймалли билета Иванова  Галина ҫĕнсе илнине палăртнă. Чи ҫамрăк ҫĕнтерӳҫĕ - Елчĕк  шкулĕнче вĕренекен Долгов Андрей, чи асли – ĕҫ ветеранĕ Енедерева Людмила. Уйрăмах Кушкă шкулĕнче вĕренекенсен, 30 ача (ертӳҫисем - Веникова Г.В., Портнова А.И.), Ҫирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсен (ертӳҫи- Левая Н.А), Курнавăш ял шкулĕнче вĕренекенсен (ертӳҫи- Кузнецова Н.М.), Елчĕк шкулĕнчи  Идутова И.Н., Смирнова А.С., Волкова С.В., Иванова А.А. учительницăсен, Лащ Таяпа шкулĕнчи Леонтьева И.А. учительницăн, Патреккел ял шкулĕнчи  4-мĕш класра вĕренекен Львова К., Михайлова С.А., Векова Р.А., Горшкова Р.О., Агеева С.В.  библиотекарьсен ĕҫĕсене палăртма кăмăллă.  Кашни паха ĕҫĕн авторĕ- Грамотăна тивĕҫлĕ пулчĕ,  чи пултаруллисене вара - жюри членĕ, Кушкăри вăтам шкул учительници Веникова Г.В. парнисемпе чыс тунă.   Парнисем вара – чăн-чăн театра юратакансем валли.  Чи малтанах К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕҫлĕх Хĕрлĕ ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕҫĕ-хĕлĕ, артисчĕсем ҫинчен брошюра, ҫак театр 100 ҫул ҫитнине халаласа кăларнă календарь, магнит, РСФСР тата ЧАССР халăх артистки Яковлева Нина Михайловна ҫинчен кĕнеке.

Конкурса хутшăнакансене тав сăмахĕ каланă май, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ  - ҫĕршыври чи вăйлă театрсенчен пĕри иккенне палăртас килет. Наци чун-чĕри, наци сăн-сăпачĕ тĕвĕленнĕ унта. И.С.Максимов-Кошкинский, П.Н.Осипов, О.И.Ырзем, И.Молодов ячĕсем - тăван искусство колоннадинчи хĕлхемлĕ юпасем.

                                                                                                                       

 



Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"
16 мая 2019
11:07
Поделиться