Ялан хĕрÿ ĕçре эс пул!

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем ĕç çыннине пĕрлештерекен Çуркуннепе Ĕç уявне кашни çул пысăк хавхаланупа кĕтсе илнин вăрттăнлăхне пĕлсе парар-и; Çак сăлтавпа йĕркелесе ирттерекен савăнăçлă мероприятире ĕç паттăрĕсене чысласси тĕп вырăнта пулнăран майăн 1-мĕшне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тĕрлĕ сферăра тимлекен, малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă Хисеп хăмине вара кăçалхипе çиччĕмĕш хут çĕнетрĕç.

Вĕл вĕçекен ялавсемпе аякка ян! каякан, вырăнти пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем шăратакан юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташăсен ытамĕнче самантлăха пулма тÿр килни те çынсен чун-чĕринче ырăлăхпа канлĕх çуратрĕ. Уява паллă тума хутшăнакансене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн саламларĕç. Малашне те ăнтăлса ĕçлеме, паянхи ĕç паттăрĕсен тĕслĕхне курса хавхаланма, вĕсемпе танлашма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Хисеп хăми çине вырнаçтарнă çынсене те пиртен кашнийĕ лайăх пĕлет, паллать. Хĕрÿ ĕçре вĕсем ялан – кашнийĕ тăван район пуласлăхĕшĕн тăрăшса хăйсен тÿпине хывать. Ят-сума чăннипе тивĕçлĕ. Район шайĕнчи уявра уйрăм тимлĕх уйăрни – ятран палăртса тав туни, пĕрле ĕçлекенсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламлани, паллах, пархатарлă ĕçпе чапа тухнисен чун-чĕрисене ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçĕ. Тепĕр тесен, çынна хавхаланма нумай кирлĕ-и? Ку енĕпе – шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларакан ĕçлекене куç тĕлне тăвассине, ăна палăртса чыслассине район ертÿлĕхĕ уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ ырă вăхăтри йăлана асра тытса хастарлăхпа палăракан çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарассине те чи малтан Елчĕксем йĕркелесе янине лайăх астăватпăр. Пирĕн хыççăн – ыттисем.

Ытти çулсенче Çуркуннепе Ĕç уявĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсем пĕрин хыççăн тепри ака ĕçĕсем вĕçленни çинчен пĕлтернĕ пулсан, хальхинче каланă пек пулаймарĕ. Çук, ял çынни айăплă мар çакăншăн. Çанталăк кăларса тăратнă пăтăрмахсене пула ака ĕçĕсене пурнăçлама вăхăт ытларах кирлĕ пулчĕ – çĕр ĕçченĕ ниепле те уява хутшăнма ерçеймерĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле акма палăртнă лаптăкĕ та сахал мар. Çĕнĕрен пăсса акмаллипе шутласан – 29000 гектар.

…Район ертÿлĕхĕ тăрăшнипе Çуркуннепе Ĕç тата Çĕнтерÿ уявĕсен тĕлне ятарласа хатĕрленĕ, пур çыншăн та кăсăклă пулса тăнă тепĕр парне пирки те, паллах, аса илмесĕр хăвараймăн. Тĕп лапампа юнашарти стадион территорине вырнаçтарнă, авалхи пурнăçа яр уççăн сăнарласа кăтартакан кÿлепесене курма ватти те, вĕтти те йышлăн çÿренине асăрхама пулчĕ. Уçă пĕлĕт айĕнчи чăн-чăн аваллăх музейĕ темех пулать ăна.
Хальхи вăхăтри хăватлă техника ĕмĕрĕнче çитĕнекен ача-пăча, паллах, пурне те ăнланса та пĕтереймĕ. «Тапăртатса» тăракан тимĕр кăвак лашана, хĕрлĕ – Турă лашине, тиевлĕ лавпа çула тухнă вăкăр кÿлепине курма пултарнипе вĕсем чун-чĕререн савăнни палăрчĕ. Çав вăхăтрах аслă ÿсĕмри çынсем тарăн шухăш авăрне путаççĕ тĕр. Мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсенчи ял çыннин йывăр пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пек куç умне тухса тăрать мар-и? Лаша – çĕр-çĕр çул каяллах ял çыннин тĕп тăрантараканĕ те шутланнă. Унпа тырă акнă, вырнă… Ав, кур, фронтран йывăр аманса, хăрах урине çухатса таврăннă арçын лаша вăйĕпе усă курса тыр-пула вырать, тепри – акать. Чи лайăх лашасене фронта ăсатнă вăхăтра тылри ĕçчен вăкăр кÿлсе хире тухнă, хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçлама та унпах усă курнă…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

ХАКЛАВ

Ольга ТЯБУКОВА, Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăн аслă категориллĕ фармацевчĕ:

– Уяв питĕ илемлĕ, савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Çак хаваслă мероприятие нумайăшĕ çемйисемпех хутшăнчĕç.

Манăн ĕçĕме тивĕçлипе хаклани – сăн ÿкерчĕке Хисеп хăми çине вырнаçтарни, пушшех, чун-чĕрене савăк кăмăл парнелерĕ. Çакăншăн предприяти дирекцийĕпе район ертÿлĕхне тав тăватăп. Малашне те суйласа илнĕ профессире чунтан парăнса ĕçлеме, клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме шантаратăп.



Елчек ен
08 мая 2019
15:11
Поделиться