Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем пожарной охраны
Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Вут-кăварпа кĕрешесси яланах харсăр та хăюллă çынсен ĕçĕ шутланнă. Сирĕн ĕç хăвăртлăхĕнчен тата тĕрĕс йышăну тунинчен тепĕр чухне çын пурнăçне çăлса хăварасси те килет.
Пултарулăх, хăюллăх, пĕр-пĕрне пулăшни те сирĕн ĕçре питех те кирлĕ. Районта пурăнакансем пушар хурал ĕçченĕсем кирек мĕнле çанталăкра та, кирек хăш вăхăтра та пулăшупа килме пултарассине шанса тăраççĕ. Халăх хушшинче пушар хăрăшсăрлăх темипе профилактика ĕçĕсем ирттересси те сирĕн тĕп яваплăх.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.