Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Первомаем

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Первомаем

Хисеплĕ те хаклă Елчĕк халăхĕ!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.
Ҫак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшӳпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннине хисеплени, ĕç йăлисене ăруран ăрăва куçарса пыни - патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ.

Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăйĕн пĕлĕвне, пултарулăхне парать, район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн хăйĕн тӳпине хывать.

Тӳрĕ те таса кăмăллă ĕçшĕн саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кӑмӑл-туйӑм, ăнăçупа çитĕнӳсем сунатпăр. Çемйĕрсенче ырăлăх, юрату, ăнлану хуçалантăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ     Н.П.Миллин.



30 апреля 2019
14:18
Поделиться