Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш чĕлхи кунĕсем: юрă - кĕвĕ - халăх пуянлăхĕ

Ыйтаҫҫĕ: «кам эсĕ?»

Эп калап: «чăваш».

Пур халăхшăн - тăван та хурăнташ.

Чăвашлăха туптатпăр ҫĕр ҫинче

Чăвашлăхпа янратăр ҫут тĕнче.

Сиксе вĕрет чăвашлăх чĕрере

Илет вăй - хал вăл ҫак Чăваш енре.

Вăл Яковлев пиллевĕ - чăн тĕллев

 Ҫиҫет малашлăх, ман чунра - вĕҫев.

«Чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине  упраса хăвараканĕ, ламран-лама куҫараканĕ вăл – юрă – кĕвĕ»,- терĕҫ тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕн вулаканĕсем Римма Ивановна Федоровăпа Роза Никитична Иванова  чăваш чĕлхи ҫинчен калаҫнă май ҫӳлерех асăннă йĕркесене юрласа.

В.П. Воробьев пухса хатĕрленĕ «Чăваш халăх юррисем» сборник,  «Чăваш халăх культурипе историйĕн палăкĕсем» серинче пичетленсе тухнăскер, вулакансене хăна, ĕҫкĕ, салтак, улах юррисемпе, ташă такмакĕсемпе, шăпăр- купăс кĕввисемпе, хĕр йĕррисемпе паллаштарать. «Сурхури, Кĕркури!» сборник чăвашсен календарь тăрăх пулса пыракан уяв юррисемпе паллаштарать.

Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев хăйĕн ĕҫĕсенче 56 ĕҫкĕ юрри, 56 туй юрри, 14 вăйă юрри пухса хăварнă. Чăваш чĕлхине упраса, аталантарса хăварас ĕҫре ҫак пуянлăха ăру хыҫҫăн ăру  чĕре ҫумĕнче тытса, сума суса пурăнать. Вăхăт иртнĕҫемĕн вĕсен пĕлтерĕшĕ те, халăх кун-ҫулĕнчи манăҫми вырăнĕ те  вăйлăран та вăйлăрах ҫуталса пырать. Чăваш юрри-кĕвви янăранă чух чăваш чĕлхи пĕтмест-ха. Апла пулсан халăх та пурăнать.



24 апреля 2019
13:59
Поделиться