Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем местного самоуправления

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем местного самоуправления

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Сире чĕререн Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем куллен районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе тимлеççĕ. Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парасси, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, обществăри çирĕплĕхе тытса пырасси те вырăнти влаç представителĕсенчен нумай килет.

Çĕршыв, республика ертÿлĕхĕпе килĕштерсе ĕçленине пула ялсенчи инфратытăм аталанать, социаллă лару-тăру лайăхланать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çăмăл мар ĕçре малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ             И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ              Н.П.Миллин



19 апреля 2019
13:17
Поделиться