Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăра палăрчĕç

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăра палăрчĕç

Вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Унта хутшăнма Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче  вĕренекен  Мария Ефимовăпа Лена Васильева тивĕç пулчĕç.

Ăс-хакăл, пултарулăх, тавçăрулăх енчен маттуррисен шутне Ефимова Мария кĕчĕ, вăл олимпиада призёрĕ пулса тăчĕ. Лена та анлă тавра курăмлă пулнипе палăрчĕ. Унăн ячĕ призёрсемпе юнашарах. Вĕсене тата Кузнецова Н.М. вĕрентекене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Тĕнче олимпиадине хутшăннă кашни вĕренекене сертификат тата парнесем пачĕç. Мала тухнисене вара пысăк парнепе чысларĕç. 



РОО и МП
16 апреля 2019
08:26
Поделиться