Тăкака саплаштараççĕ

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Ен цифрăллă телевидени çине куçать. Çавна май аналог телекурава сÿнтереççĕ.

Компенсаци кама тивет?

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 78 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, цифра телевиденийĕ çине куçма ятарлă оборудовани туяннă хăш та пĕр категорине кĕрекен çынсене тăкаксемшĕн компенсаци тивет. Вĕсен шутне сахал тупăшлă çемьесем, пĕччен пурăнакансем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем кĕреççĕ.

Саплаштару укçи миçе тенкĕ?

Цифрăллă телевидени çине куçсан Чăваш Республикин территорийĕнче тÿлевсĕр 20 канал курма май пулĕ. Социаллă хÿтлĕхсĕр категорине кĕрекенсем туяннă оборудованин хакĕн тăкакне 1750 тенкĕ таран тавăрма пултараççĕ. Кунта комплект /антенна тата приставка/ е хатĕрĕн ытти тĕсĕсем кĕреççĕ.

Енчен те социаллă хÿтлĕхсĕр граждансем цифра телевиденийĕн сигналне тытман ялсенче пурăнаççĕ пулсан /Чăваш Тăрăм, Каркалар, Шуршу, Хĕрлĕçыр, Тăрмăш, Петровка/, 6500 тенкĕ таран пĕр хутчен компенсаци илме пултараççĕ.

Компенсаци хăш тапхăрта туяннă оборудованишĕн тивет?

Компенсаци 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннă оборудованишĕн тивет. Заявление тата документсене Елчĕк район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан уйрăма пырса памалла.

Мĕнле документсем кирлĕ?

– çемье членĕсен паспорчĕсен копийĕсем;

– ачасем /çав шутран усрава илнисем те/ çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсен копийĕсем;

– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннине ĕнентерекен документăн копийĕ;

– çемье членĕсен юлашки виçĕ уйăхри тупăшĕсене кăтартакан справкăсем;

– оборудованин эксплуатаци докуменчĕсен копийĕсем;

– оборудование туяннине çирĕплетекен тÿлев докуменчĕсем.

Оборудование ăçта туянма пулать?

Цифра телевиденийĕн сигналне тытакан оборудованисене кашни почта уйрăмĕнчех туянма пулать. 935 тенкĕрен пуçласа приставкăсен 3 модельне, 160 тенкĕрен пуçласа антеннăсен 2 тĕсне туянма май пур. Граждансем вĕсене почтальонсем урлă та заказ пама пултараççĕ.



Елчек ен
06 апреля 2019
14:33
Поделиться