Пурнăç вăл хусканура

лă вăйĕпе тумалли ĕç чакса пыни, ăс-тăнпа ĕçлесси ÿсни çын хусканăвне палăрмаллах чакарчĕ. Пуçпа ĕçлемелли професси гипертони, хырăмлăх суранĕ, инфаркт, невроз, депресси чирĕсемпе çыхăннă, çын вара вăй парса тăрăшакан пекех ывăнать. Çак чирсенчен хăтăлма, вĕсемпе кĕрешме пулăшаççĕ те ĕнтĕ тĕрлĕрен производство гимнастики, килте кашни ир тумалли физкультура упражненийĕсем тата эрнере 2-3 хут шывра ишни, волейбол выляни тата ытти хусканусем туни.

Наука палăртнă тăрăх, этем 8-12 сехетсенче чи пысăк активлăх кăтартать, 12-16 сехетсенче унăн хастарлăхĕ чакать, 16-20 сехетсенче каллех ÿсет. Ĕлĕкхи çынсем алăпа тырă вырнă вăхăтра çакна шута илсе ир-ирех ĕçе кÿленнĕ. Кăнтăрлах апат хыççăн /ку активлăх чакнă тапхăра лекет/ выртса каннă. Ахальтен çÿремест пулĕ çав халăхра: «Начар улпут та кăнтăрлахи апат хыççăн выртса каннă», – тени.

Унтан каллех çĕнĕ вăйпа çанă тавăрса вăй хунă. Мĕн хĕвел аничченех хирте вăй хунă ял çынни. Çакă паянхи çамрăксемшĕн кулăшла та туйăнать пулĕ. Ĕç кунне çакăн пек йĕркелени организмшăн сиенлĕ пулман. Çакă пур вăйпа пĕлсе усă курма çеç май панă. Халĕ çак йĕркесене пăхăнасси пирки эпир шухăшлама та пăрахрăмăр пулмалла. Куллен таçта васкатпăр. Пурне те хăвăртран та хăвăрт тăвасшăн.

Эпир нумай чухне çут çанталăкри пулăмсене шута та илместпĕр. Сывлăх пирĕн пуянлăх тетпĕр пулсан, ăна çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла. Ĕçпе канăва килĕшÿллĕн йĕркелени организма питех те усăллă. Ларса ĕçлекенсемшĕн вăхăтран вăхăта гимнастика хăнăхăвĕсем туни çав тери кирлĕ. Çавăн пекех çывăрас умĕн çур сехет те пулин уçă сывлăшра пулни вырăнлă.

Ывăннине ирттерсе яракан упражненисем, пăнчă массажĕ тума пĕлмелле. Интернета кĕрсен кирлине те вĕренме пулать.

Эрнере пĕр хутран кая мар мунча кĕни /милĕкпе çапăнни/, шыва кĕрсе уçăлни ÿт-пĕве тасатать, ывăннине сирсе ярать. Хальхи вăхăтра Елчĕкре «Улăп» спорт комплексĕ пурри халăхшăн епле лайăххине калама та кирлĕ мар пулĕ. Унччентерех Елчĕк халăхĕ бассейнра шыва кĕресси пирки шухăшлама та пултарайман вĕт. Халĕ, акă, тархасшăн, хĕл кунĕнче те шăмпăлтатма пулать. Кашни çыннах кирлĕ çакă. Шывра ишни нумай чиртен сыхлать. Çыннăн сывлăхĕ 51 проценчĕ хăйĕнчен килет, 7-8 проценчĕ анчах сывлăх хуралçисенчен!

Çуркунне çитнĕ май организма куллен витаминсем кирлĕ. Анчах тĕрлĕрен курăксенчен, пахча çимĕçрен илнĕ витаминсене нимĕнпе те танлаштараймăн. Акă, юр ирĕлсе пынă май хĕвел лекекен лаптăксенче çамрăк вĕлтĕрен, симĕс сухан, ыхра çулçисем тухма пуçлаççĕ. Вĕсенчен тунă салат уйрăмах усăллă. Чăваш халăхĕ ăслă. «Çимĕкчен çичĕ тĕрлĕ курăк тутанса пăхмалла», – тесе ахальтен каламанах.

Сывлăха çирĕплетес тесе тĕрлĕ меслетсемпе виçесĕр усă курни сиенлĕ пулнине те асра тытмалла. Çавăнпа та кунта врачсемпе канашлани кирлĕ.

Тĕнчипе паллă психотерапевт В.Леви çапла каланă: «Талăкра пĕр хутчен çеç пĕтĕм ÿт-тире, пуçран пуçласа ура тупанĕ таранчченех, хускатса илĕр. Çакă вăл пĕтĕм нерв тытăмне хускатать, юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать. Кам ĕçлемест – çав пурăнмасть».

Ÿт-тире кашни ирхине тата каçхине тарлаттармалла. Çакă капиллярсене тасатма пулăшать.

Пурнăç – яланах кĕрешÿ. Канлĕх тĕлĕкре çеç. Пур чиртен те сыватакан «ылтăн» таблетка çук. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр



Елчек ен
06 апреля 2019
14:49
Поделиться