Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Халăх» ятне хÿтĕленĕ

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри культура керменне районти чи пултаруллă коллективсем пуçтарăннă.

«Халăх» ятне тивĕçлипе тытса пынине ĕнентерсе сумлă жюри умне Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ушкăнĕ /ертÿçи А.Павлова/, Елчĕкри халăх театрĕ /режиссерĕ Д.Степанова/ тухнă. Вырăскассисем «Çĕнĕ пÿрт ĕçкин» йăли-йĕркине, Елчĕксем сцена çине Е.Федорова пьеси тăрăх лартнă «Шăпчăк килчĕ пахчана» спектакль кăтартса панă.

Çавăн пекех «халăх» ятне çĕнсе илес тесе Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Çĕнĕ Пăвари «Илем» фольклор ушкăнĕ вара «Улах» ларнине кăтартса панă.

Комисси членĕсем Елчĕксен пултарулăхĕ пысăккине палăртнă.



Елчек ен
03 апреля 2019
11:19
Поделиться