Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Маргарита Еникова «Кĕмел сасă» конкурса хутшăнчĕ

Маргарита Еникова «Кĕмел сасă» конкурса хутшăнчĕ

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти филармони залĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе, конгресăн ырă кăмăллă тусĕсем-спонсорсем парнисене шеллеменнипе регионсем хушшинчи чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсне йĕркелерĕ.

Ăмăртăва республикăри тĕрлĕ районсенче тата регионсенче иртнĕ конкурссен çĕнтерÿçисем: вăтăр  уйрăм юрăçпа тăватă ансамбль хутшăнчĕ. Елчĕк район чысне Аслă Таяпари культура ҫуртĕнче ĕҫлекен Маргарита Еникова хӳтĕлерĕ. Маргарита конкурсран дипломпа таврăнчĕ. Малашне тата пысăкрах ҫитĕнӳсем тума сунатпăр ăна!

Маттур, пирĕн çитĕнекен ăру! Чăваш юррин пуласлăхĕ пурах!

Фотохроника

 



Большетаябинское сельское поселение Яльчикского района
02 апреля 2019
13:51
Поделиться