Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 14-мĕшĕнче /вырсарникун/ Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 41-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Çурхи кросс çавăн пекех Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн – СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен 81-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2008 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2006-2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2004-2005 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2001-2003 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра /ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ/, 5 ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 8 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 12 результат, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ушкăнĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен /пĕрер/ результачĕсем кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă шкулсен командисене куçса çÿрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсене «Елчĕк ен» хаçата 2019 çулхи 2-мĕш çур çулшăн /енчен те кашни дистанцие 4-шар атлетран кая мар хутшăнсан/ тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене /хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула/, дистанцие палăртнă заявкăсене 9 сехет те 30 минутчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

 



«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.
01 апреля 2019
13:10
Поделиться