Профессионалсен йышĕ ÿссех пырать

Виçĕмкун районти педагогсемпе воспитательсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри искусство шкулĕнчен хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ытти чухнехинчен хитре те капăр çи-пуçпа, чĕрĕ чечек çыххисемпе тухнине район центрĕнче пурăнакансем ăмсанса та пăхрĕç. Педагогика ĕçченĕсен мĕнле уяв-ши тесе пуçĕсене çавăрттаракансем те тупăнчĕç пулинех. Вĕрентекенсен чăннипех те календарьте палăртман, çапах та пысăк пĕлтерĕшлĕ уява савăнăçлă лару-тăрура паллă тумалли сăлтав тупăнчĕ çурхи илемлĕ те хĕвеллĕ кун.

Çирĕп те ырă йăлана кĕнĕ професси ăсталăхне тишкерекен конкурссене хатĕрленсе сĕтел çинчен ытти чухнехинчен хутшăннă вун-вун литературăна алăран яманни, ыйхăна татса компьютер умĕнчен кайманни, çĕнĕрен те çĕнĕ стандартсемпе паллашса вĕсене ĕçе кĕртес тесе ăнтăлни, халĕччен пĕлмен ачасемпе уçă уроксем ирттерни, малашлăх тĕллевĕсене палăртса ăсталăх мелĕсемпе паллаштарни… хыçа юлнă.

«Чи лайăх воспитатель» ята илес тĕллевпе кăçал районти 15 воспитатель тупăшăва тухнă. Ача сачĕ – пĕчĕккисен пурнăçĕнчи пĕрремĕш коллектив. Ăшă чунлă та ачасене чун-чĕрипе савакан педагогсем шăпăрлансене вăйăсем выляттарса пурнăç илемне туйма вĕрентсе малашлăха çул уçаççĕ. Лауреатсен ятне Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Людмила Егоркина, «Солнышко» ача садĕнчи Надежда Иванова çĕнсе илнĕ. Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулти «Шевле» ушкăна ертсе пыракан, 12 çул шăпăрлансене воспитани паракан Ирина Облесова «Çулталăкри воспитатель» ята тивĕçнĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ Ираида Васильева саламларĕ, парнесемпе, чечек çыххисемпе чысларĕ.

«Чи лайăх класс ертÿçи» ята çĕнсе илме пĕрре те çăмăл марри куç кĕретех. Класс ертÿçин яваплăхĕ çав тери пысăкки каламасăрах паллă. Унăн тĕрлĕ енлĕ специалист: психолог та, педагог та, воспитатель те, сыватакан та, ачана итлеме, ăнланма пĕлекен те пулмалла. Чи кирли – ачашăн чăн-чăн, шанчăклă юлташ пулни. Çакăн пек класс ертÿçисем сахал мар шкулсенче, хальхинче чи пултаруллисен йышне Кушкăри Татьяна Рыбкина, Çĕнĕ Пăвари Лариса Викторова, Елчĕкри Ольга Артемьева кĕчĕç. Вĕсем 2, 8 тата 3-мĕш классене ертсе пыраççĕ. Конкурс çĕнтерÿçи – Елчĕкри тăххăрмĕш кадет класне ертсе пыракан Владимир Николаев. Чăннипех те Владимир Арсеньевич хăй те пур ĕçре «çунтарса» тăрать, ачисене те малашлăха çивĕч пăхма, талпăнма хăнăхтарать.

«Çулталăкри вĕрентекен» конкурс çĕнтерÿçи – Елчĕкри вăтам шкулта акăлчан предметне вĕрентекен Екатерина Сергеева. Нумай опыт пухнă, шкул сукмакне чылай çул такăрлатакан педагогсен йышĕнче пултаруллă çамрăк учитель пулни чун-чĕрене çунатлантарчĕ. Апла пулсан, такăр çул çамрăксене!

Çак конкурс лауреачĕсем Курнавăшри вырăс чĕлхин учителĕ Евгения Корнилова, Кушкăри историпе обществознани учителĕ Людмила Пешенькова пулнине палăртма кăмăллă. Вĕсем конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăннине пĕрре кăна мар çирĕплетеççĕ.

Хăйсен ĕçĕнче пысăк ăсталăх кăтартакан вĕрентекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕ, вăл маларах асăннă професси конкурсĕсем вĕрентекенсен хушшинчи çыхăнăва, вĕсен квалификацине пуянлатма, пĕр-пĕрин опытне курма, хаклама пулăшнине, çав хушăрах хăйсен чысне кăна мар, шкул чысне хÿтĕлессин хакĕ мĕнле сумлă пулнине палăртрĕ, вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

Юлашкинчен Екатерина Сергеева çĕнтерÿçĕ конкурссем хăйсене хăюлăха вĕрентнине, ăсталăха пуянлатма пулăшнине палăртса сăмах каларĕ.

Конкурссене ирттерме пулăшнă шкул коллективĕсене Леонард Васильевич Тав хучĕсемпе чысларĕ. Хисепе тивĕçнĕ ĕçтешĕсене ертÿçĕсем, районти профсоюз организацийĕ хаклă парнесемпе чыслани те хăйне евĕрлĕ ăшăлăх кÿчĕ. Çулран-çул иртекен конкурссенчен çĕнĕрен те çĕнĕ профессионалсем тухнăран вĕсен йышĕ хушăнсах пырать. Апла пулсан талантлă педагогсем тăрăшаççĕ районти вĕренÿ учрежденийĕсенче.

Уявра Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем, преподавателĕсем илемлĕ те çĕкленÿллĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Районти çĕнтерÿçĕсене конкурссен республикăри тапхăрĕнче ăнăçусем сунатпăр.

В.КИРИЛЛОВА



Елчек ен
30 марта 2019
13:18
Поделиться