Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕçĕн Таяпасен теветкеллĕхĕ

Кĕçĕн Таяпа шкулĕ /2018-2019 вĕренÿ çулĕнчен – Елчĕкри вăтам шкул филиалĕ/ спорт традицийĕсемпе питĕ пуян. Кунти вĕренекенсем тĕрлĕ шайри ăмăрту-турнирта тăтăшах палăраççĕ.

2008-2013 çулсенче кăна тăватă атлет Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă: Елена Портнова-Ярославлева алă вăйĕ виçессипе тĕнчери студентсен чемпионачĕн 3-мĕш призерĕ, Екатерина Козлова кире пуканçă – çĕршыв чемпионачĕн 2-мĕш призерĕ, Алексей Голубев – пушар-çăлав спорчĕ енĕпе Раççей Кубокĕн çĕнтерÿçи, Виталий Семенов кире пуканĕ йăтакан – РФ Кубокĕн 3-мĕш призерĕ. Вера Калинина, Виктор Семенов, Николай Морозов, Денис Михайлов, Марина Тарасова… спорт мастерĕн кандидачĕсем те – шкул мухтавĕ. Хăш-пĕр пултаруллă атлетсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче паян та хăйсен кăтартăвĕсене ÿсĕмлетессишĕн талпăнаççĕ.

Ăмăртусенчи çитĕнÿ физкультурăна уйăрнă 45 минутран килмест. Уроксем хыççăнхи, канмалли кунсенчи тĕллевлĕ хатĕрленÿсем кăна çÿлелле çĕкленме май парĕç. Кунти шкулта занятисем вĕçленсен те чылай тапхăр шăв-шав тăрать – ачасем килĕсене мар, кире пуканĕ йăтма, шашка-шахматла, теннисла выляма васкаççĕ. Пĕр ушкăнĕ «Елчĕк ен» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен çăмăл атлетсен кросне хутшăнма хатĕрленет. Уроксем хыççăнхи спорт пурнăçĕ пĕтĕмпех Михаил Скворцов физкультура учителĕ тимленипе иртсе пырать. Канăçсăр, хăйĕн ĕçне фанатла парăннăскер лара-тăра пĕлмест. Шкул команди районти пĕр спорт мероприятине те хутшăнмасăр юлман. Наставник кирек мĕнле ăмăртура та ачасемшĕн çунса-вĕресе тăнине пĕр хутчен мар асăрханă. Вĕсене çитĕнÿсемшĕн мухтать, пĕрле савăнать. Хăшĕ-пĕрин пулса çитеймесен те нихăçан та вăрçнине курман-илтмен – сĕнÿсем анчах парать. Чăн-чăн учителĕн методикăри тĕп палăрăмĕсенчен пĕри çакă. Хăй те пултаруллă спортсмен та – камран тĕслĕх илмелли пурах ачасен.

Кĕске справка

Михаил Петрович Скворцов Кĕçĕн Таяпари шкулта 1983 çултанпа ĕçлет. Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Районти чи лайăх спортсмен» /1986/, «Районти чи лайăх физкультура учителĕ» /3 хутчен/, хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Шкул команди «Молодой коммунист» /1988/, «Советская Чувашия» хаçатсен /2009, 2013/ призĕсемшĕн пынă çăмăл атлетсен эстафетисенче çĕнтернĕ, 2010 çулта иккĕмĕш пулнă. 1989,1990 çулсенче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен республика финалĕнче 2-3-мĕш вырăнсене йышăннă, районтинче 23 хутчен ăнăçупа палăрнă. Шкулсен спартакиадинче 16 хутчен 1-мĕш, 8-шар хутчен 2-3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Вĕрентекен кашни ачара пулас çăлтăра курать.

– Пултарусăр ача çук, – тет вăл. – Пурин патне те хутшăнмалли тĕрлĕ мел тупас пулать. Пĕрисене хистемелле е йăпатмалла, теприсене çирĕпрех калани те вырăнлă, виççĕмĕшĕсене ашшĕ-амăшĕ урлă витĕм кÿни кирлĕ.

Шкул çулĕсенчи физкультурăпа спорт хастарĕсем вара çитĕнсе çемьеленсен те чунра çирĕпленнĕ хăнăхăва пăрахаймаççĕ – эрнере виçĕ хутчен спорт залне çÿреççĕ.

Кĕçĕн Таяпасен спортри, сывă пурнăç йĕркине тытса пынин активлăхĕ пирки нихăçан та иккĕленÿ çуралман. Апла пулин те хальхинче, кĕçнерникун, кайса курасах терĕмĕр.

18 сехетре ушкăнăн пуçтарăна пуçларĕç шкула.

Пĕр çивĕчреххи:

– Мĕн туса çÿретĕр каçпала?

– Сире тĕрĕслеме килтĕмĕр-ха. Спортзал каçхине чăнах та ĕçлет-ши тесе, – официаллăрах та пулчĕ пирĕн хурав.

Çавăнтах /паллакансем те чылай/ 64 çулти Виталий Головин татăклă информаци пачĕ:

– Кун пекки районта ăçта пур? Урăх ниçта та. Михаил Петрович ĕçленипе çакăн пек «чирлетпĕр» те. Тепĕр чухне 9 сехет те çитсе каять. Вăт, шкул хупăнсан ăçта кайăпăр-ши?

Ыттисен шухăш-кăмăлĕсене те пĕлес терĕмĕр.

Петр Трофимов /69 çулта/:

– Кунта килмесен чун чăтмасть. Телевизор пăхса ларнипе канлĕх çук вĕт. Çамрăксемпе танлашма тăрăшни те хавхалану кÿрет мана. Ытти чухне велосипедпа нумай ярăнатăп, ятарласа çуран та çÿретĕп.

Галина Зиновьева /55 çулта/:

– Волейбол выляма пире май пулмасан та – кулянмастпăр. Ушкăнпа çуран утни те мĕне тăрать, халь кăна вашлаттарса килтĕмĕр-ха. Кĕçĕн Патреккелтенех çаврăнтăмăр çапла. Манран чылай аслисем те, çамрăксем те пур. Йыш 13-15-рен кая мар.Таяпа Энтри ялĕ енне утакансем те чылаййăн.

Анатолий Головин /67 çулта/:

– Шăматкун спортзала пырса кĕрейместĕн–лăк тулли çын, çавна май маларах килме тăрăшатпăр. Волейболла выляма 4-5 команда таранччен пуçтарăнса каять. Черетпе вылятпăр вара.

Эпир пынă каç 20 ытланччĕ. Пенсионерсемпе пĕрлех çамрăксем те, шкул ачисем те. Вĕсем çирĕплетнĕ пĕрлехи йĕркене хăнăхни тÿрех курăнчĕ: спорт залне ятарлă тумпа, кроссовкисемпе çеç кĕреççĕ. Пурте волейболла выляймарĕç пулин те, кÿренмешкĕн сăлтав тупăнмарĕ – икĕ теннис сĕтелĕ çинче шариксене чуптарчĕç кăна.


«…Раççей Президенчĕ Владимир Путин спортпа туслă çынсен тÿпине 2024 çул тĕлне 55 процента çитерме тĕллев лартрĕ.

Шанатăп /спорт пĕрлĕхĕ, спорта юратакансем манпа пĕр шухăшлă/: асăннă кăтартăва эпир тăватă çулта – 2022 çул тĕлне – çитме пултаратпăр. Çакна тума халăха спортпа туслашма пулăшмалли çĕнĕ майсем шырамалла, физкультурăпа спорта хутшăнассине кашни çыншăнах юрăхлă тума тăрăшмалла…»

/Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран/


Кĕçĕн Таяпасемшĕн кирек мĕнле спорт мероприятийĕ те уяв. Уйрăмах «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», Нацисен кросĕ хăйсен массăллăхĕпе паллă. Çамрăксемпе аслă ăрурисен йышĕ 30 çынран та иртет вĕсенче. Кăрлач уйăхĕнче спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче те çитĕннисем хутшăннипе сахал мар ăмăрту иртнĕ. Чи кăсăкли – каллех волейбол. Урамсем хушшинчи турнирта 5 команда вăй виçнĕ. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачисем те выляни епле паха.

Çăварни праçникне те пысăк ăмăртусемсĕр ирттермен кунта. Йĕлтĕрпе чупассипе урамсен тата çемьесен эстафетине 8 команда хутшăннă. Çамрăксен урамĕнче харсăр çамрăксем те ытларах-тăр, вĕсем – пĕрремĕш. Çемье командисенчен йĕлтĕрпе, çуран чупассипе районта хăйсен ятне хальхи вăхăтра та çÿлте тытса пыракансем – Головинсем – Борис, Надежда тата вĕсен ывăлĕ Иван палăрнă. Йĕлтĕр трассине ял варринчех йĕркеленĕ те – пропаганда тĕлĕшĕнчен питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ирхи шăнпа халĕ те тухса ярăнакансем пур. Çапла вара Виталий Головин калашле, чăнах та, кун пекки районта ăçта пур?

Ялта хавхалануллă çынсем йышлă пулнăран «сурчăкран кÿлĕ тума» пултараççĕ те. Ял старости Александр Павлов, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем шкул коллективĕпе тата ялта пурăнакансемпе пĕр чĕлхеллĕ пулни сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшать мар-и? Курăпăр: Кĕçĕн Таяпасем кăçал та, яланхи пекех, «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен çуран чупакансен ăмăртăвне те йышлăн хутшăнĕç. Пĕр шухăшлăхра, теветкеллĕхре – вăй, çитĕнÿ.



Елчек ен
30 марта 2019
13:39
Поделиться