Фестиваль-конкурсра

Районта пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалланă «Театр тĕнчинче» фестиваль-конкурс иртнĕ.

Пухăннисене культура ĕçченĕсен тата театр кунĕсем ячĕпе район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева саламланă.

Районти культура учрежденийĕсен çумĕнче 40 театр коллективĕ шутланса тăрать. Унта 600 çынна яхăн çÿрет.

Ырă йăлана кĕнĕ фестиваль-конкурса хутшăннă ялти артистсем чи малтанах хăйсен пултарулăхне вырăнти культура çурчĕсенче кăтартнă. Унта палăрнисем ?14 коллектив/ хăйсен ĕçĕпе районти куракансене паллаштарнă.

«Чи лайăх спектакль» ята Лаш Таяпари Юрий Петухов ертсе пыракан «Самана» драма коллективĕ çĕнсе илнĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Туслăх» коллектив «Виç хĕрарăм пĕр пасар» комедипе «Спектакльти чи лайăх сыпăк» ята тивĕçнĕ. «Миниатюрăсене лайăх вылякансем» номинацире Чăваш Тăрăмсемпе Шуршу, Патреккелти, Вăрăмхăвари культура çурчĕ çумĕнчи кружоксем мала тухнă. Курнавăшсемпе Тăрăмсем спектакльсенче юрăсем юрласа, анекдотсем каласа куракансене савăнтарнă. «Чи лайăх дебют» номинацире Елчĕкри халăх театрĕ /режиссерĕ Д.Степанова/ çĕнтернĕ.

«Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» ята Тÿскелти Сергей Галкин, «Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль» ята Лаш Таяпасем лартнă «Морозко» юмахри Марфа рольне вылянă Лариса Казначеева тивĕçнĕ.

«Пĕчĕк роле чи лайăх вылякан» ята Елчĕкри халăх театрĕнчи Дана Черновăна панă. Вăл «Шăпчăк килчĕ пахчана» комедире Настя рольне вылянă. «Чи лайăх сцена костюмĕсем», «Чи лайăх сценографи» «Чи лайăх драматурги» номинацисен çĕнтерÿçисем – Çĕнĕ Пăвари, Аслă Таяпари, Кĕçĕн Таяпари /ертÿçисем А.Емельянова, Л.Горшкова, Г.Григорьева/.

Çавăн пекех жюри членĕсем районти конкурсра пысăк хастарлăхпа палăрнă Сăрьелĕнчи, Таяпа Энтринчи коллективсене /ертÿçĕсем З.Салахутдиновпа А.Софронова/ уйрăммăн палăртса хăварнă.



Елчек ен
30 марта 2019
13:20
Поделиться