Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Электронлă регистратура

Тухтăр патĕнче йышăнура пулас тесе больницăсемпе поликлиникăсенче вăрăм черете тăрса хаклă вăхăта ирттересси малашне вуçех манăçа тухĕ. Мĕншĕн тесен ку чухне Раççей территорийĕнче пурăнакан нумай çын усăллă та тухăçлă мелпе – электронлă регистратура пулăшăвĕпе усă курма пултарнине пĕлетпĕр.

Хальхи вăхăтра электронлă регистраци урлă тухтăр патне йышăнăва çырăнас тесен Патшалăх пулăшăвĕсем сервисра тата интернетра аккаунт пулни çителĕклĕ – кирек хăш специалист патне те хамăра меллĕ, кирлĕ вăхăтра лекме пултарăпăр.

Çак пулăшу ĕçĕпе усă курас тесен гражданинăн Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче «учетная запись» кирлĕ. Паспортра тата СНИЛС свидетельствинче çырнисене кĕртмелле, кăтартусене тĕрĕсленĕ хыççăн тухтăр патне çырăнма май пулĕ.



Елчек ен
30 марта 2019
13:26
Поделиться