Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника культуры

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кӳрет. Культура ĕçченĕсемсĕр пĕр уяв та, пĕр мероприяти те иртмест. Хăвăр пултарулăхăрпа эсир уява пуçтарăнакансене савăнăç кÿретĕр.
Çав вăхăтрах культура ĕçченĕсем районăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ, ял халăхĕн нумай ыйтăвне татса пама пулăшаççĕ. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе эсир районта пурăнакансене пурнăç уттипе тан утма пулăшатăр, вĕсен ĕçĕпе канăвне усăллă йĕркелеме май паратăр.
Сире шаннă ĕçĕрте пултарулăхăра шеллемесĕр тăрăшма пысăк вăй-хăват, анлă тавракурăм, çĕнĕ ÿсĕмсем, пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ          И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ              Н.П.Миллин.



22 марта 2019
13:01
Поделиться