Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Поздравление с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхӑн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире чӗререн професси уявĕпе саламлатпăр!

Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен предприятисен ĕçченĕсем яваплă та пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пурнăҫлаҫҫĕ. Эсир вăхăтлă панă пулăшу пурнăçри йывăрлăхсене çийĕнчех тÿрлетме май парать, пысăк инкексенчен сирет.

Юлашки çулсенче коммуналлă инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çынсен пунăçне çăмăлрах тата меллĕрех йĕркелеме майсем туса параççĕ. Асăннă служба ĕçченĕсем çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе яваплă пулса тăраççĕ.

Малашне те хăвăр ĕçĕре яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăратпăр, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу, çитĕнÿсем, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ            И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ               Н.П.Миллин.



15 марта 2019
15:19
Поделиться