Вăрлăхне кура калчи

Базилик вырăнне пурçăн курăкĕ тапса тухсан – вăт, тĕлĕнĕччĕ те, тарăхĕччĕ те пĕр-пĕр пахчаçă. Ку хутĕнче «хаяр» çум курăка пуçне кăтартма та ирĕк памарĕç Россельхознадзор специалисчĕсем: пĕтĕм партие тĕп тунă. Чăн та, ахаль çын куç вăйĕпе кăна хутаçра мĕнле вăрлăх пулнине палăртайĕ-ши?

Реестра кĕртмен

Кунашкал тĕслĕхсем нумай мар та, кашни çулах тĕл пулаççĕ. Ытларах чухне вара Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕн специалисчĕсем Вăрлăхсен Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне /Госреестр/ кĕртмен сорчĕсене сутлăхра çине-çинех тупса палăртаççĕ. Кăçал та, акă, «Красный шар», «Рубиновая королева», «Одноростковая» – кăшман, «Тянем-потянем» дайкон, «Медвежонок», «Снежный» кавăн, «Детская сладкая», «Ранняя сладкая» кишĕр, «Бабушкин секрет», «Засолочное чудо» хăяр, «Паприка» пылак пăрăç, «Блюхильда» шалçа пăрçи, «Вершки и корешки», «Зеленая улица», «На пучок» петрушка вăрлăхĕсене Шупашкарта пĕр усламçă патĕнче кăна асăрханă, пĕтĕмпе – 1800 хутаç.

Вăрлăх сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсемсĕр сутнă тĕслĕхсем вара пĕлтĕр те, кăçал та тĕл пулаççĕ. Кунсăр пуçне ГОСТпа килĕшсе тăман вăрлăх акса хăварни те пулнă иккен республикăра.

Вăрлăх сутассинче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне тĕпе хумаллине палăртрăм ĕнтĕ. Унта кĕртнĕ вăрлăхсене кăна сутма ирĕк пур. Ют çĕршывран илсе килекен вăрлăха та пырса тивет ку йĕрке. Сăмах май, пирĕн тăрăха пĕлтĕр ют çĕршывсенчен 228 тонна вăрлăх кÿрсе килнĕ, пĕтĕмпе – 13 парти. Паха вăрлăх теме те пулать-тăр: сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсем йăлтах пулнă.

Вăрлăх сутма – çĕнĕ йĕрке

Сутуçăсен саккунсем улшăнсах тăнине те шута илмелле. 2018 çулта, сăмахран, Раççей Ял хуçалăх министерствин «Ял хуçалăх ÿсен-тăран вăрлăхĕсен партийĕсене сутас тата турттарас йĕркине çирĕплетни çинчен» 622-мĕш саккун вăя кĕчĕ. Çавна май унчченхи 1999 çулхи 707-мĕш саккун вăйне çухатнă. Саккун ятĕнченех паллă: унта чи малтанах вăрлăха сутас тата турттарас пирки сăмах пырать. Сутлăхри вăрлăхсен тĕлĕшпе мĕнле документсем кирли пирки тĕплĕн каланă – сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсем кĕреççĕ кунта. Упаковка тата маркировка мĕнле пулмалли пирки те çырса панă. Унчченхи йĕрке тăрăх, «Вăрлăхсен Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне» кĕртнĕ тата усă курма ирĕк панă сорчĕсене унăн сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсем тата фитосанитари сертификачĕ пулсан сутма юратчĕ. Ваккăн сутас чухне свидетельство кирлĕччĕ. Çĕнĕ саккун тăрăх сутлăхри вăрлăхсен тĕлĕшпе вĕсен сорчĕ, ăçтан пулни тата пахалăхĕ çинчен калакан информаци /упаковка, этикетка, документсем çинче/ пулмалла. Вăрлăхăн пĕр партине тĕппипех сутнă чухне документсен оригиналĕ пулмалла, партин пĕр пайне сутнă чухне документăн копийĕ пулсан та юрать, унта организацин пичечĕ /оригинал/ пулмалла. Курттăммăн пĕчĕк хутаçсемпе сутнă чухне свидетельство кирлĕ, ăна вăрлăх сутуçин памалла. Унта ячĕ, унăн номерĕ, вăйра тăнин вăхăчĕ, организаци ячĕ, культура тата сорт ячĕ, парти номерĕ, шăтаслăхĕ /процентпа палăртаççĕ/, калăпăшĕ – упаковка шучĕ пулмалла. Ваккăн сутлăхри пĕчĕк упаковкăсем çинче çакнашкал информаци шырăр: туса кăлараканăн ятне, адресне; культура, сорт ятне; стандарт паллине /ТУ/, парти номерне; хăш çул тухăç илнине; вăрлăха упаковкăсене тултарнин вăхăтне, йывăрăшĕ /грамм/ е шутне палăртнине. Халĕ «вăрлăха хутаçсене тултарнин вăхăтне» çырмалла, унччен «усă курма юрăхлăх вăхăтне» кăтартнă. Патшалăх реестрне кĕртмен мĕнле вăрлăхсем тупса палăртни çинчен Россельхознадзорăн сайтĕнче пĕлтерсех тăраççĕ. Сăмах май, реестр хăй те сайтра пур.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ



Елчек ен
13 марта 2019
13:53
Поделиться