Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Россияночка», малашлăх сана!

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçин Зарема Князеван пуçарăвĕпе нумаях пулмасть «Россияночка» ансамбль йĕркеленнĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунисенчен ытларахăшĕ – район администрацийĕн хĕрĕсем.

…Иртнĕ ырă вăхăтсенче пĕр-пĕрин хавалĕпе районти ĕç коллективĕсен çумĕнче пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленни, çапла майпа çак çынсем хăйсен тĕп ĕç вырăнĕсенче тухăçлă вăй хунипе пĕр вăхăтрах тĕрлĕрен смотр-конкурссене хутшăнни, сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистран кая мар кăтартма пултарнă çав вăхăтри сăнсем куç умне тухса тăраççĕ.

«Россияночка» ушкăнри пикесем – Татьяна Филимонова, Надежда Мешкова, Светлана Усанова /финанс тытăмĕ/, Марина Чернова /вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ/, Ирина Никонова /экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ/, Марина Демьяновăпа Дарья Степанова /ЦКС/, Изабелла Мартынова /Елчĕк шкулĕ/ ытти чухне ĕçри, вĕренÿри хастарлăхпа палăрса тăнă пулсан халĕ, акă, сцена çине тухма çирĕп тĕв тытнă. Пултарулăх ертÿçи Зарема Князева вара «Россияночка» ушкăнăн малашнехи тĕллевĕ вырăс халăхĕн авалхи йăли-йĕркипе çыхăннă юрра-кĕвве чăваш халăхне ăса хывма пулăшассипе çыхăнтарать. Апла пулсан, малашлăхра ăнăçу пултăр!

Светлана АРХИПОВА



Елчек ен
06 марта 2019
13:26
Поделиться