Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Международным женским днем

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Международным женским днем

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире çуркуннехи пĕрремĕш уяв - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ, Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.

Хĕрарăм мĕн авалтанах ачашлăхпа ыркăмăллăхăн, чунлăхпа ăшпиллĕхĕн тĕслĕхĕ, кил вучахĕн управçи пулнă. Ăрăва малалла тăсакансене - ача амăшĕсене патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Телейлĕ те сывă ачасем хутшăнса пыни çирĕп çемье никĕсĕ пулнине асра тытса вĕсене çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, социаллă хỹтлĕхĕн ытти енĕпе тивĕçтереççĕ.

Çуркуннехи илемлĕ те ытарайми çак кун ячĕпе хĕрарăмсене - юратнă асанне кукамая, хаклă аннесене, ытарайми аппа-йăмăка, хаклă ĕçтешĕмĕрсене - çирĕп сывлăх, ăнăçу тата юрату сунатпăр! Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр,  сăн-питĕрсем савăнӑҫпа кӑна ҫуталччӑр.

Елчĕк район пуçлăхĕ   И,И,Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.



06 марта 2019
14:22
Поделиться