Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эх, çăварни, çăварни!

Эх, çăварни, çăварни!

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн Таяпа Энтринче вĕренекенсем, вĕрентекенсем, хăнасем çăварни уявне пуçтарăнтăмăр. Çут çанталăкăн хăйĕн вăхăчĕ: çу иртсен кĕр çитет, кĕр хыççăн шартлама сивĕ хĕл васкать. Вăхăт çитсен хĕллепе çуркунне тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра эпир çăварни уявне ирттеретпĕр. «Çăварни» тени тепĕр майлă «çу эрни», «хĕле ăсатни», çуркуннене кĕтсе илни. Çăварние эпир тахçантанпах кĕтрĕмĕр. Çăварнире катаччи чупма çĕнĕ тумтир хатĕрлерĕмĕр, сăвă-юрă вĕрентĕмĕр.

Чăвашăн çăварни уявĕ вырăссен Масленица уявĕпе, урăхла каласан хĕле ăсатнипе тÿр килнĕ. Паян вара пурте савăнтăмăр, хамăр мĕн пултарнине юрă-ташăра кăтартрăмăр, тĕрлĕ вăйăра хамăр вăй-хала тĕрĕслерĕмĕр. Ачасем «Йĕлтĕрçĕсен эстафетинче», çунашкасемпе туртса чупассинче, çунашкасем çине выртса каяссинче, çăпата ывăтассинче тупăшрĕç. Вара ывăннă хыççăн çуллă икерчĕпе вĕри чейпе сăйланчĕç. Чи юлашкинчен хумхануллă самант çитрĕ. А.Журавлевпа Р.В.Макарова улăмран ăсталанă хĕл катемпине (çăварни карчăкне) чĕртсе çунтартăмăр. Авалхи йăлапа çунакан «çăварни карчăкĕ» йĕри-тавра кашниех виçĕ хутчен чупса çаврăнтăмăр. Çапла майпа чир-чĕртен, усал-тĕселтен тасалтăмăр.



Яльчикская СОШ
06 марта 2019
16:48
Поделиться