«ĔМĔТ-ТĔЛЛЕВСЕМ ТУЛЛИ, ВĔСЕНЕ ÇЫВХАРТАССИ ХАМĂРТАН КИЛЕТ»,

тет çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе чун туртнипе суйласа илнĕ пирĕн ентеш Сергей Миллин.

Çар çыннин профессийĕ – чыслă, сумлă. Ахальтен мар шкулта вĕреннĕ чухне арçын ачасенчен нумайăшĕ çĕкленчĕк кăмăл-туйăмпа çар çынни пулас ĕмĕтпе хавхаланать. Апла пулин те çирĕп сывлăхпа ăс-хакăл пуçтарнă, анлă тавра курăмлă, йывăрлăхсенчен хăраман, патриот туйăмĕпе тулнă чун-чĕреллĕ çынсем анчах çĕршыв ывăлĕн тивĕçне туллин пурнăçлама пултарнине ăнланса илнĕ хыççăн вĕсен пуçĕсенчи шухăшĕсем «сĕвĕрĕлеççĕ». Патреккел ялĕнче çуралнă, 2006 çулта Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă çирĕп кăмăл-туйăмлă Сергей Миллин чунра ачаран тĕвĕленнĕ ĕмĕт-шухăшне улăштарман, çын хистенине, ăс панине те итлемен. Хăй тăрăшнипе Хусан хулинчи Хĕрлĕ ялавлă танкпа командăн аслă çар училищин курсанчĕ пулса тăнă. Ялта çуралса ÿснĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче ниçта пăрăнмасăр тенĕ пек Ленин ячĕллĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх уй-хирĕнче механизатора, водителе пулăшакан пулса вăй хума чăтăмлăх çитернĕ çамрăк çынна çар ĕç вĕренĕвĕн малтанхи тапхăрĕнчи йывăрлăхĕсене çĕнтерме те çăмăл пулнă. Спортпа туслă пулни те пысăк пулăшу кÿнĕ. Вăл шкулта футболла чи ăста вылякансенчен пĕри. Çакна, паллах, тантăшĕсем тата лайăхрах астума тивĕçлĕ. Ăста тапăнса вылякан, команда капитанĕ те хăех. Вăл ăста хоккеист та. Лăпкă, çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер, ытти курсантсем хушшинче те хисепе тивĕçнĕ. Ашшĕ, Борис Петрович, Сергей çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнăскер, ывăлне хăй хÿтлĕхне илсе пулăшма ĕлкĕреймен. Амăшĕ – Людмила Петровна пĕтĕм йывăрлăха хăйĕн ансăр хулпуççийĕ çине тиенĕ, ывăлне май пур таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшнă. Шел, ашшĕ ывăлĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене курса савăнаймасть. Çар Уставне туллин пурнăçлакан çамрăка аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах разведка взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулинчи 7-мĕш танк уйрăмĕн бригадинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Сергей Борисович Миллин капитан хальхи вăхăтра Свердловск облаçĕнчи 473-мĕш округри вĕренÿ центрĕн мотострелоксен вĕренÿ ротин командирĕ, контракт мелĕпе служба тивĕçĕсене пурнăçлакансене БТР-82А наводчик специальноçне вĕрентет. Çамрăк офицера салтаксем унăн ырă кăмăлĕшĕн, кирлĕ вăхăтра пулăшу аллине тăсса пама пултарнăшăн хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Сергей Борисович хăйĕн ĕçтешĕсем – ытти командирсем хушшинче те кăмăл уйрăмлăхĕпе палăрса тăрать. Вăл йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймасть, лару-тăрăва тĕрĕс хаклама, çирĕп йышăнусем тума пултарать. Пĕр сăмахпа каласан, чăваш ятне çÿлте тытать.

Тăрăшулăхне кура чысĕ те пысăк. Çар службинчи лайăх ĕçшĕн Сергей Миллина «Çамрăксене патриотизмла воспитани парассинчи çитĕнÿсемшĕн», «Çар службинче палăрнăшăн» /III степень/ тата ытти юбилей медалĕсемпе наградăланă.

…Çар офицерĕ отпускра тăтăшах тăван тăрăхра пулать. Ăна кунта вăхăтлăха Елчĕке пурăнма юлнă Татьяна мăшăрĕпе Павел ывăлĕ, Сашенька хĕр пĕрчийĕ, паллах, амăшĕ – Людмила Петровна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Май пулнипе усă курса вăл районти яш-кĕрĕмпе тĕл пулусем йĕркелет, хăйĕн тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе пысăк витĕм кÿрет…

Светлана АРХИПОВА



22 февраля 2019
16:35
Поделиться