Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

 Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

Кушкӑри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вӑтам шкулта «Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ» ятпа ҫавра сĕтел иртрĕ.  Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине, тутар чĕлхипе литературине, музыка предмечĕсене вĕрентекенсем,   тăван  чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе, тăван халăхăн культурипе  кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчĕҫ пирĕн шкулта. Шкул ачисем сӑвӑсем каласа, юрӑсем  юрласа, ташӑсем ташласа хӑнасен кӑмӑлĕсене уҫрĕҫ.  

Вĕрентекенсем 3 ушкӑна пайланса ĕҫлерĕҫ. 1-мĕш ушкӑн ĕҫне Портнова А.И. вĕрентекен ертсе пычĕ. «Тăван ен, Елчĕк ен» тематикăлла папка пуçтарасси» темӑпа Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Павлова С.А. вĕрентекен тухса калаҫрĕ. Портнова А.И. вĕрентекен «Чăваш чĕлхи урокĕсенче «Ӑсталăх лаççи» технологипе усă курасси» мастер-класс кӑтартрĕ. Курнавăшри  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Воронова В.Н. вĕрентекен хӑй чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче Интернетпа анлă усă курни ҫинчен каласа пачĕ.

2-мĕш ушкӑн ĕҫне Веникова Г.В. вĕрентекен ертсе пычĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Левая Н.А. вĕрентекенĕн Çеçпĕл Мишши поэтӑмӑрӑн пултарулӑхĕ тӑрӑх ирттерекен  класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Веникова Г.В. вĕрентекен шкул ачисемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса тĕрлĕ конкурссенче, ял уявĕсенче  хутшăнни пирки, тĕпчев ĕçĕсен куравĕсем йĕркелени çинчен, ачасем ĕçĕсем хаçат-журналта, сборниксенче пичетленнни çинчен каласа пачĕ. Хăнасене, вĕрентекенсене тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Салеева Д.М. ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Тутар халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ шкулта.

3-мĕш ушкӑн ĕҫне Рыбкина Т.В. вĕрентекен ертсе пычĕ. Музыка предметне вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма хаваспах пуçтарăнчĕç. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Рыбкина Т.В., «Шевле» ача сачĕн музыка ертӳçи Молодова А.В., Шăмалакри  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулти  Егорова А.В. вĕрентекенсем урокра, класс тулашĕнчи ĕçсенче усă куракан мелсемпе меслетсем çинчен, ачасемпе ирттерекен конкурссем çинчен каласа пачĕç.

Пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тав хучĕсемпе хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Ушкăнсем палăртнă ыйтусене сӳтсе явнă хыççăн пĕрле пуçтарăнса резолюци йышăнчĕç, малашне те пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма калаçа татăлчĕç.

ФОТОХРОНИКА



21 февраля 2019
15:13
Поделиться