Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси.

  Тĕнчере хальхи вăхăтра 6 пине яхăн чĕлхе. Кашниех вăл е ку халăх культурине, ăс-хакăлпа пурлăх еткерлĕхĕн аталанăвне палăртать. Чĕлхе пирки вырăссен паллă писателĕ Лев Толстой: «Чĕлхе — наци чунĕ. Чĕлхе — шухăшăн, туйăмăн, тĕллевĕн чĕрĕ юнĕ», — тенĕ. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çапла шăрçаланă: «Чĕлхем! Санпала тĕнче уççи тытатăп, шухăшлама вĕрентрĕн эс мана». Пирĕн мăн-мăн асаттесемпе асаннесем «Чĕлхеллĕ çын Чĕмпĕрте те вилмен» е «Чĕлхе Атăла та картать» тенĕ сăнарлăн.

    ЮНЕСКО шучĕпе  тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать.  Пире, чăвашсене, паллах, тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать. ЮНЕСКОна  ĕненес пулсан — Раççейри 136 халăх тăван чĕлхипе калаçма пăрахас хăрушлăх пур. Çав ушкăнра — чăваш чĕлхи те.  Çулленех вун-вун чĕлхе çут тĕнчерен çухалать. Чăнах, юлашки 20 çулта чăваш халăхĕн чĕрĕк пайĕ сахалланнă. Ăсчахсем палăртнă тăрăх — вăл е ку чĕлхе ан пĕттĕр тесен унпа 100 пин çынран кая мар калаçмалла.

      Тĕнчере чи анлǎ сарǎлнǎ чĕлхе вǎл – Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать, акǎлчанла 295 миллион, вырǎсла – 200 миллион, чǎвашла – 2 миллиона яхăн. Халǎх шучĕ миллионран иртсен çав халǎха йышлǎ, аслǎ халǎхсен  картине кĕртеççĕ. Пирĕн чǎваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сǎваплǎ, ырǎ ятлǎ. 

  Кашни халăх чĕлхи –турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш…

     Пурнăçра – пĕр  анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн  тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.

   Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  вĕренекенсем паян Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Г.Кузнецова уçрĕ. Вăл пухăннисене саламларĕ, хамăрăн пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. Чăваш чĕлхи  чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ тесе палăртса хăварчĕ.

    Шкулта вĕренекенсем чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Пуçламăш класра вĕренекенсем тăванлăх  юррине юрларĕç, Давид  Кульмаков шăхличпе «Илемлĕ, илемлĕ» кĕвве каларĕ, хĕрсем  илемлĕ юрласа пачĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшине çаптарчĕç. Тепĕр ушкăн ташăçисем вара тĕрлĕ халăх пултарулăхне кăтартрĕç.

   Питĕ хаваслă иртсе кайрĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.



21 февраля 2019
15:10
Поделиться