_Йывăç ларт тата ăна сыхласа хăвар

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 1 - мĕшĕччен районта «Йывăç ларт тата ăна сыхласа хăвар» акци иртет. Ģак мероприяти çынсене çут çанталăка юратма тата упрама, тавралăха симĕслентерме, ялсен сăн-сăпатне хитрелетме йыхравлать.

Октябрь уйăхĕнче, хĕвеллĕ те уяр кун, Елчек шкулĕнче вĕренекен шкул ачисем  йывăç лартма пикенчĕç.  Вĕсем пĕр кунра хāйсем маларах палāртса хāварнā участока 80 - 90 тĕпе яхāн  хурāнпа  ҫāка йывāççисене лартаса хăварчĕç.       

Елчĕк шкулĕн теслĕхĕпе районти ытти шкулсене, ачасен тата çамрăксен обществăлла организацисене «Йывăç ларт тата ăна сыхласа хăвар» акцине хастар хутшăнма чĕнетпӗр. 

29 октября 2015
14:08
Поделиться