Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Геннадий Волков: "ПУРНЕ ТЕ АШШĔ-АМĂШĔН ЧĔЛХИНЕ УПРАМА ПИЛЛЕТĔП

Г.Н. Волков – СССР Педагогика наукисен академийĕн К.Д. Ушинский ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ (1967), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ (1987), Кăркăс ССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ (1987), Саха Республикин халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Калмăк, Тыва республикисен (1997) тата Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2001). Ăна К.Д. Ушинский, Я.А. Коменский медалĕсемпе тата Гердерăн ылтăн медалĕпе (Германи) наградăланă. Вăл – Чăваш тата Калмăк республикисен хисеплĕ гражданинĕ.

Академикăн пичетленсе тухнă, халăхра анлă сарăлнă ĕçĕсен шучĕ тахçанах пилĕк çĕртен иртнĕ. Чăваш вулаканĕсем çак ăсчаха Хуначи Кашкăр ятпа та аван пĕлеççĕ, ăна Улăп вырăнне хурса хаклаççĕ.

Çĕр ытла çынна наукăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕрентекенĕмĕре таçта та кĕтеççĕ. Европăри пĕр-пĕр çĕр-шыва кайнă-и вăл, Саха-Якути республикине çитнĕ-и е калмăксем патĕнче чарăннă-и – чунĕпе вăл яланах тăван ялта, Елчĕкре, Шупашкарта. «Париж илемлĕ, Прага пуян, Берлин тирпейлĕ... Анчах та унта чăвашла калаçмаççĕ, «Алран кайми» юрламаççĕ», – тет вĕрентекенсен Вĕрентекенĕ.

– 2010 çул Раççейре те, Чăваш Енре те Вĕрентекен çулĕ. Геннадий Никандрович, сирĕн шутпа кама учитель теме пулать?

– Учитель вăл этемлĕхĕн чи хисеплĕ çынни. Евангелире те Христоса Учитель тенĕ, çак сăмаха пысăк сас паллирен çырнă. Унта Вĕрентекен сăмах Турă сăмахран ытларах тĕл пулать. Эппин, Учитель вăл Турă вырăнĕнче.

Анне çуратать, вĕрентекен çын тăвать. Эп çак сăмах çав тери хисеплĕ пулни çинчен кăна каласшăн.

Чăвашсем учителе юмахри паттăрпа танлаштарни те ытлашшиех мар пуль. Вĕсем чи хисеплĕ çынсем пулнă. Учитель умĕнче пуç таймасăр, çĕлĕк хывмасăр иртекен пулман. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн ваттисен сăмахĕ те пур: «Учителĕн мĕлки çине те пусма юрамасть». Юмах та пур пирĕн.

– Каласа кăтартăр-ха эппин...

– Сĕм çĕрле ял хĕрринчи пĕр киле çул çÿрекен вырăс чÿречерен пырса шаккать.

– Турă ячĕпе тархаслатăп, хваттере яр пĕр çĕрлĕхе, – тет. Чăвашĕ калать:

– Мĕн Турă ячĕпе калаçатăн, çухал хăвăртрах куçран! Кăçал тырă ăнса пулчĕ – пăр çапса кайрĕ. Çакăншăн тав тăвас-им вара ман Турра?

– Турă ячĕпе ямастăн пулсан, эппин, патша ячĕпе тархаслатăп сана.

– Мĕн ырă тунă мана патша!? Ачамсене выçă вилесрен тăрантса пурăнма пĕртен-пĕр çамрăк ĕне пурччĕ, ăна та пулсан патша туртса илчĕ. Ылханассăм килет. Кай, шăрши-марши те ан пултăр санран!

– Эппин, пачăшкă ячĕпе ыйтатăп. Яр мана хваттере!

– Ан та кĕт, ан та шан, – пур пĕрех кĕртместĕп. Ывăлăма авлантартăм, кĕл тунăшăн пачăшкă пур-çук укçана сăптăрса тухса кайрĕ.

– Юлашкинчен учитель ячĕпе тархасласа ыйтатăп: хăвăр килĕрте пĕр çĕр каçма май тупса пар мана.

Ним сăмахсăрах хăлăпсем шăлтăртатма пуçларĕç, алăк уçăлса кайрĕ те кил хуçи урамах тухса тăчĕ тет.

Çул çÿрекене чăваш ĕмĕр чăтăмсăррăн кĕтсе пурăннă чи хаклă хăна пек йышăнчĕ тет.

– Хăвăн мĕн чухлĕ пурăнас килет – çавăн чухлĕ пурăн, – терĕ тет. Вырăн сарса пачĕ, анчах иккĕшĕ те çывăраймарĕç тет, автан авăтма пуçличчинех шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç тет.

Чăвашшăн учительтен пысăкрах çын пулман.

– Тăван чĕлхе вĕрентекенĕн халăх пурнăçĕнчи вырăнĕ мĕнле-ши?

– Вăл халăх кун-çулне палăртакан чĕлхене вĕрентет, çавăнпа ăна та, чĕлхене те уйрăм пăхмалла. Уйрăм!!! Ку ман çĕнĕ шухăш мар. Çак сăмахсене каласа иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хам çула питĕрни те пулнă. Тăван республикăран тухса кайма тиврĕ. Хам тĕрĕс шухăшланине Калмăкра ăнланса илтĕм. Унта директорăн калмăк чĕлхипе, халăх йăлипе ĕçлекен ятарлă çумĕ пур. Чи лайăх вĕрентекенсем кашни çул ют çĕр-шыва кайса килеççĕ. Килте те калмăкла калаçакан асламăшĕ-кукамăшĕсем, ашшĕ-амăшĕсем пысăк хисепре. Тăван чĕлхене вĕрентекене ĕç укçи хушса тÿлеççĕ.

– Эпĕ сире хамăн Вĕрентекен вырăнне хурса çав тери хисеплетĕп кăна мар, Чăваш Енре çакăн пек тĕлĕнмелле пултаруллă çын пурришĕн пĕтĕм халăхпа пĕрле мăнаçланатăп. Ахальтен-и Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Раççейри халăхсен ассамблеин канашĕн председательне Рамазан Абдулатипова Сирĕн пирки: «Вăл Чăвашра пирĕн чи ăслă çын», – тенĕ. Эсир чĕрĕ энциклопеди теме те пулать. Сирĕн пек ăслă пулас тесен пирĕн мĕн тумалла-ха?

– Çав тери нумай вуламалла, ни-хăçан та вĕренме пăрахмалла мар. 7-мĕш класс пĕтернĕ тĕле район библиотекинче эпĕ илмен пĕр кĕнеке те юлманччĕ. Хамăр культурăна кăна пĕлни çителĕксĕр, май пур таран ытти халăхăннипе те паллашма тăрăшмалла. Нумай пĕлес тесен ăс-тăна пĕтĕм тĕнче халăхĕн пĕлĕвĕпе пуянлатмалла.

– Геннадий Никандрович, мĕн-ши вăл тăван чĕлхе?

– Тăван чĕлхе – асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçейсен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ...

– Сирĕн асамлăхăр пирки те илткеленĕ-ха эпĕ: темле йĕрекен ача та сирĕн алăрта йăл кулать имĕш?

– Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Тĕслĕх те илсе кăтартам-ха. Пĕррехинче Андриян Николаев космонавтпа, унăн мăшăрĕ Валентинăпа тата алăри ачипе самолетпа Мускава пĕрле таврăнтăмăр. Андриян тÿрех летчиксем патне кабинăна кĕрсе вырнаçрĕ. Аленăна тем юрамарĕ, пит качакаланчĕ, кăшкăрса йĕчĕ. Амăшĕ йăпатаймарĕ. Эп алла илсенех чарăнчĕ. Валентинăна каялла тавăрса парсан та урăх йĕмерĕ, ман еннелле тем ăнланнă пек тилмĕрсе пăхрĕ. Çакăн йышши ĕç унччен те пулкаласа илнĕччĕ-ха. Аленăпа пулса иртни мана урăхла шухăшлаттарчĕ. Темле вăй пур-ши манра? Ют çын ачи те, ачашши те, чирли те – ман алăра йĕме чарăнать... Тем ку, халь тин ĕнтĕ нимпе те ăнлантарса параяс çук. Çакна анчах калам: ачасене юратман çын чăн-чăн Учитель шайне нихăçан та çитеес çук.

– Ачалăхри пĕр интереслĕ саманта каласа кăтартăр-ха?

– Пирĕн ялта Тарча аппа пурăнатчĕ. Улма пахчи пит лайăхчĕ вĕсен. Тарча аппа ялан пекех хуралтаччĕ. Пиллĕкре чух вăрра кайрăмăр хам пеккисемпе. Улмуççисем чечекне тăкнă-тăкман – пăрçа пысăкăш тĕвĕсем çеç. Эп карта урлă каçаймарăм, те хăрарăм, те тем урăххи. Тарча аппа асăрхарĕ те кăшкăрса хăвалама пуçларĕ. Тарма пикентĕмĕр. Ăçта çитиччен чупнине ас тăваймастăп. Асаннене каласа патăм та, вăл хăратса пăрахрĕ: «Урама мĕнле тухăн; Тарча аппупа мĕнле калаçăн;» – «Пĕлмен, курман, палламан вăл мана...» – «Эх, ывăлăм, ывăлăм, пирĕн касра тата кам ачин санăнни пек йăрăм-йăрăм кĕпе пур? Сан кĕпÿне Тарча аппу палланă палланах ĕнтĕ».

Çапла вара пĕр-ик уйăх урама тухма вăтанса пурăнтăм та... вулама вĕрентĕм. Хам тĕллĕнех.

– Хăвăр ĕçĕрсемшĕн мĕнле наградăсем илме тивĕçлĕ пулнă Эсир?

– Манăн правительство наградисем çукпа пĕрех, анчах та пур пĕрех мухтанмалли пурах пек туйăнать.

Мана çамрăклах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учитель ятне пачĕç. Кирек мĕн тесен те маншăн чи хакли – çынсем, халăх панă ят. Чаплă педагогсен, ашшĕ-амăшĕсен тавĕнчен хакли урăх нимĕн те çук. Василий Александрович Сухомлинскиех илем. Эпĕ паян кунччен унтан чаплăрах педагога пĕлместĕп. Ман пата çапла çырнăччĕ: «Сирĕн кĕнекĕре шута илсе, унтан ăс та, вăй та илсе тăнă пек эп хам та «Украин халăх педагогикине» кăларма шут тытрăм». «Нравственный идеал» кĕнекин ум сăмахĕнче мана хăйне ырă шухăшсемпе пуянлатнăшăн тав тăвать. Юлашки çырăвĕсенчен пĕрин вĕçĕ акă мĕнле:

«С любовью к вам, настоящий Человек...» Ку манăн ĕмĕрĕмти чи пысăк награда мар-и? Çак чаплă педагогăн «Воспитание настоящего человека» кĕнеки пĕтĕм тĕнчипе паллă. Борис Полевойăн «Повесть о настоящем человеке» ятлине те çĕр-шывра пĕлмен çын çук та пулĕ. «Чăн-чăн Çын» тени нумая пĕлтернĕн туйăнать.

Эпĕ 1979 çултанпа çар çыннисемпе туслă çыхăну тытатăп. Ун чухне Германире ĕçлесе пурăнаттăм. Тен, тĕлĕнмелли те çук-тăр: Учитель – Тăван çĕр-шывпа тăван халăх патриочĕ. Салтаксем мана питĕ итлетчĕç, юрататчĕç тени те ÿстерсе калани мар. Хальхи вăхăтра эп аслă офицерсемпе, генералсемпе çывăх туслашрăм. Раççей Геройĕ Николай Федорович Гаврилов генерал-лейтенант: «Эсир ман вĕрентÿçĕ», – терĕ. Педагогшăн кунтан пысăкрах награда пулма пултараймасть. Космонавтсен хушшинче те юратнă ача нумай. Çар çыннисем, офицерсем мана уявсемпе, çуралнă кунпа саламлама та манмаççĕ, ялан ырă сунаççĕ. Вĕсем чаплă модельер Валентин Юдашкин патĕнче ятарласа гварди майор тумĕ çĕлеттерсе тăхăнтартрĕç.

Каламалли нумай та, анчах мухтанчăкла килсе ан тухтăрччĕ.

Ултă илемлĕ те ăслă хĕр çитĕнтернĕ Зоя Федоровна Афанасьева учительница калани те маншăн пысăк награда шутĕн-че. «Хĕрĕм Геннадий Никандрович патне вĕренме кĕрсен тĕпренех улшăнчĕ... Йăвашланни те сисĕнет, кăмăлĕ те ырăлансах пырать пек туйăнать, ăсĕ те хушăнса пыни палăрать», – тенĕ вăл.

Паллах, самана улшăннине хăвăрах лайăх пĕлетĕр. Пурăнăçăн тем тĕрлĕ пăрăнкăçĕ те пур, анчах та таса, тÿрĕ кăмăллă, ырă шухăшлă пулнине нимĕн те çитмест.

– Геннадий Никандрович, хăвăр ĕç-пуç мĕнле пуçланнипе паллаштарсамăр?

– 1948 çулхи çурхи кунсемччĕ... Эпĕ арçын ачасен Шупашкарти 4-мĕш шкулĕнче математикăпа физика вĕрентме пуçларăм. Пытарас мар-тăр ĕнтĕ паян: физика урокĕсем ман пит вăйлах пулса тухаймастчĕç. Сăлтавĕ иккĕ пулĕ тетĕп: эп ĕçлеме пуçланă классенче çав тери лайăх, тĕлĕнтермĕш пултаруçă Елизавета Павловна Петрова физикчĕ. Ун шайне темле тăрăшсан та паян та çитеес çук эп. Ку – пĕрремĕш сăлтав. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ ытлашши нумай опыт кăтартаттăм ачасене, фокуссем евĕр пулса тухатчĕç вĕсем. Вĕсене савăнтараттăм, анчах теорипе пĕлĕве вăйлах вĕрентейместĕмччĕ. Математика учителĕнче нумай çул ĕçленĕ эпĕ, начарах марччĕ.

Тем те курнă, таçта та ĕçленĕ. 20 ытла курс ирттертĕм, вăл шутра 200 сехетлĕ математика методикине те. Ман этнопедагогикăпа 9 предмет. Пĕтĕмĕшле Калмăкра кăна вуланă, ытти çĕрте татăкăн-татăкăн. Пуçласа вара – Сарбоннăра, Парижра. Эпĕ 50 ытла университетра ĕçлесе пăхнă. Çав шутра икĕ консерваторире. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче те, юристсем, экономистсем, менеджерсем патĕнче те. Эпĕ Эрфуртра виçĕ çул Песталоцци шкулĕнче те вĕрентрĕм. Унти ачасем ăс-тăн енĕпе ыттисенчен юлса пыратчĕç. Тĕлĕнмелле, темшĕн вĕсем ман пата ытларах туртăнатчĕç.

– Сире, Геннадий Никандрович, лекцисен шучĕпе Гиннес рекорчĕ-сен кĕнекине те кĕртме пулать теççĕ. Шур сухалсем вĕрентнине ăса хывса, вĕлле хурчĕ пек ĕçлесе тĕнче чапне тивĕçнĕ учитель ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши?

– Парижран пуçласа Якутска çитиччен тĕрлĕ университетра лекцисем вуларăм. Эпĕ, математика учителĕ, чăвашла пĕлнипе, чăваш пулнипе уйрăмах интереслĕччĕ. Манăн «Кил илемĕ» кĕнеке республикăри ача-пăчасемшĕн чи вуланаканнисен шутне кĕрсе диплома тивĕçлĕ пулчĕ. Эппин, эпĕ чăваш чĕлхине пула чăн-чăн Учитель пулма пултарнă. Эпĕ вĕрентнĕ çамрăксен хушшинче 32 халăх ывăлĕ-хĕрĕ, вĕсене пурне те ашшĕ-амăшĕн чĕлхине упрама пиллетĕп. Тăван халăх ятне кирек ăçта та, кирек хăçан та çÿлте тытма ыйтатăп.

“Самант” вулаканĕсене пурне те Çĕнĕ çулта телейлĕ пулма ырă сунатăп. Пурăнăç хăй те самант, анчах та тĕнче тĕлĕнтермĕш ман халăхăм пин-пин çул пурăнтăр! Телейлĕ халăх! Пехил Сире, тус-юлташăмсем, ачамăрсем, мăнукăмсем! Манăн пил, пехилĕм пурсăра та çиттĕр!

– Тавтапуç, Геннадий Никандрович! Сывлăхăр çирĕп, ĕмĕрĕр вăрăм пултăрччĕ. Хăвăр вĕренекенĕрсем Сире чĕрĕ шухăшсемпе, çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарччăр! Çапла пултăр!



"Тантăш"
02 февраля 2010
00:00
Поделиться